Ҫак тӗллевпе Социаллӑ фондӑн республикӑри уйрӑмӗ 196 млн тенкӗ ытла куҫарнӑ. Ача амăш капиталĕн укҫи-тенкине ача садне тӳлеме, аслӑ шкулта, автошкулта вӗренме, ют чӗлхе курсӗсене, кружоксемпе секцисене, общежитире пурăннишĕн тӳлеме пултараҫҫӗ. Лицензи пур пулсан патшалӑхăн та, уйрӑм ҫынсен вӗренӳ организацийӗсен пулӑшӑвӗсемшӗн тӳлеме пулать. Ача ҫуралсан ача амăш капиталĕн сертификачĕпе ача виҫӗ ҫул тултарсан çемьери ачасен вĕренĕвĕшĕн тÿлеме пулать. Çав вăхăтрах асăннă укçапа пепеке çуралсанах ача сачĕшĕн тÿлеме юрать.
Кӑҫал ача амăш укҫи-тенкипе усӑ курмалли заявленисене пӑхса тухмалли срока вунӑ кунран пилĕк кун таран кĕскетнĕ. Заявкӑсене "Госуслуги", МФЦ е социаллă фонд офисӗсене пама юрать. Ҫавӑн пекех кăçалтан ашшӗ-амӑшӗсем тӳрех вӗренӳ заведенийӗсене ача амăш капиталне пĕлÿ илнишĕн тÿлеме заявлени пама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек заявкӑсене пилотлӑ проекта хутшӑнакан Пушкăрт паташлăх аграрии универистечĕ, Ĕпхÿ патшалах нефтьпе техника университечĕ, Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕ тата Загир Исмагилов ячӗллӗ Ĕпхÿ патшалăх искусство институчĕ йышӑнаҫҫӗ. Аслӑ шкулсем хӑйсем заявленисемпе договорсене фонда пӑхса тухма яраççĕ. Пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталӗн калӑпӑшӗ 690,3 пин тенкӗпе танлашать, иккӗмӗшӗшӗн — тата 221,9 пин тенкӗпе.