Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
2 Сентябрӗн 2025, 17:30

Пушкăртстанри санаторисен тупăшĕ 3,1 млрд тенкĕрен иртнĕ

2025 çулăн пĕрремĕш çуррин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстанри санаторисем 3,1 млрд ытла тенкĕ тупăш туса илнĕ (иртнĕ çулхи кăтартуран 16 процент нумайрах). Çакăн пирки ПР вице-премьерĕ – çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Полянская пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри санаторисен тупăшĕ 3,1 млрд тенкĕрен иртнĕ
Пушкăртстанри санаторисен тупăшĕ 3,1 млрд тенкĕрен иртнĕ

Çапла майпа «Якты-куль» санаторин тупăшĕ 25% ÿснĕ (144 млн тенкĕрен пуçласа 193 млн тенкĕ таран), «Карагай» сывлăх çурчĕн – 20% (107 пуçласа 134 млн тенкĕ таран), «Красноусольск» - 18%.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас