Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
14 Ноябрӗн 2025, 13:00

Пушкăртстан 163 млн тенкĕлĕх федераллă субсиди илĕ

Йышăну тунă тата ăна тивĕçлĕ хушупа çирĕплетнĕ. Документ тăрăх, укçана оборонăпа промышленность комплексĕн ĕçченĕсене хушма професси пĕлĕвĕ пама уйăрĕç. Пурĕ регионсем хушшинче 680 млн тенке пайлĕç.

Пушкăртстан 163 млн тенкĕлĕх федераллă субсиди илĕ
Пушкăртстан 163 млн тенкĕлĕх федераллă субсиди илĕ

Республикăри çемье, ĕç тата халăха социаллă хутлĕх паракан министр Ленара Иванова регионти оборонăпа промышленность комплексĕн 13 предприятийĕпе 2944 килĕшÿ тунă, 841 çын вĕренеççĕ.

Оборона промышленность комплексĕн ĕçченĕсене хушма профессиллĕ пĕлÿ илнĕ, ĕçпе тивĕçтермелли центрсене тивĕçлĕ ĕç шыраса килнĕ  тата асăннă предприятисемпе вĕренекенсен килĕшĕвне тунă чух укçа уйăраççĕ.

Анлă сарăлнă  вĕрентÿ программисем –«Патшалăх оборона заказĕ условийĕнче ĕç-хĕле йĕркелесси», «Менеджмент никĕсĕ».

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас