Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
17 Ноябрӗн 2025, 18:00

Социаллă контрактпа оборудовани туяннă

Октябрьск хулинчи предприниматель Гульназ Макарова вырăнти «Манăн бизнес» центрта 350 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ.

Социаллă контрактпа оборудовани туяннă
Социаллă контрактпа оборудовани туяннă

Республика правительствинче патшалăх пулăшăвне «Тухăçлă тата конкуренцие юрăхлă экономика» наци проекчĕпе  пурнăçланине пĕлтернĕ.

Ача çурални Гульназа пурнăçа улшăнусем кĕртме хистенĕ. Искусство туйăмĕ вăйлă пулнипе вăл творчество студийĕ тума шутланă.

Субсиди илмелли йĕркепе «Мой бизнес» вырăнти центр паллаштарнă. Кунта хĕрарăма бизнес-план йĕркелеме пулăшнă. Предприниматель патшалăх пулăшăвĕпе çĕвĕ машинисем, оверлок, пултарулăх мастерскойĕ валли сĕтел-пукан туяннă.

Паянхи кун Гульназ Макарова «Пултарулăх Станцийĕ» студине ертсе пырать. Кунта çĕлессипе, çуртасем, хими хутăшĕсемсĕр косметика тата гипсран япалсем тăвассипе занятисем иртеççĕ.

Социаллă контрактпа оборудовани туяннă
Социаллă контрактпа оборудовани туяннă
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас