Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
27 Ноябрӗн 2025, 09:00

Ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ 31 пин тенкĕрен иртĕ

Регионти Ĕç инспекцийĕ 2026 çулта Пушкăрстанра ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ, район коэффициенчĕн 15 процентне шута илсен, 31 156 тенкĕ те 95 пуспа танлашасси пирки пĕлтернĕ.

Ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ 31 пин тенкĕрен иртĕ
Ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ 31 пин тенкĕрен иртĕ

2025 çулта ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ 25 806 тенкĕпе танлашнă. Çапла майпа январь уйăхĕнчен вăл 20,7% процента ÿсĕ.

Ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕсем юлашки вулавĕнче ĕç укçин шайĕ уйăхне 2026 çулхи январь уйăхĕнчен 27 093 тенке çитесси пирки саккун проектне йышăннă. Халĕ ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕ (район коэффициентне шута илмесĕр) 22 440 тенкĕпе танлашать.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас