Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
3 Декабрӗн 2025, 12:00

Пушкăртстан тухтăрсен программисем валли хушма 117 млн тенкĕ илнĕ

Укçа-тенкĕпе «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсене пурнăçлĕç.

Пушкăртстан тухтăрсен программисем валли хушма 117 млн тенкĕ илнĕ
Пушкăртстан тухтăрсен программисем валли хушма 117 млн тенкĕ илнĕ

ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ тăрăх, çак йышăнăва Раççей Финанс министерстви тунă. Хушма пулăшăва регион виççĕмĕш çул тивĕçет.

«Мĕншĕн тесен республика малтисен хушшинче федераллă укçа-тенке хута ярать. Пирĕншĕн çакă 94 тухтăр тата 28 вăтам медицина ĕçченĕ декабрь уйăхĕнче 500 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 млн тенкĕ тÿлев илме пултарнине пĕлтерет, - ăнлантараса панă министр.

Çулталăк пуçланнăранпа 129 специалист  пурĕ 144,5 млн тенкĕ алла илнĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас