Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
8 Декабрӗн 2025, 13:00

Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 54 млрд тенкĕрен иртнĕ

Пушкăртстанра обществăлла апатлану çаврăнăшĕ январь-октябрь уйăхĕсенче 54,2 млрд тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан кăтарту 4,1 процента ÿснĕ.

Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 54 млрд тенкĕрен иртнĕ
Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 54 млрд тенкĕрен иртнĕ

Атăлçи федераллă округра обществăлла апатлану çаврăнăшĕ тăхăр уйăх хушшинче 436,2 млрд тенкĕ пулнă. 2024 çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 5,6% ÿснĕ. Октябрь уйăхĕнчи кăтарту сентябрь уйăхĕпе танлаштарсан 1,5% нумайрах тата иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчипе танлаштарсан 5,7% ытларах пулнă.

Асăннă округăн пур регионĕнче те ÿсĕм пуррине регистрациленĕ. Ытларах общестăлла апатлану çаврăнăшĕ Удмуртире (+11,5%), Саратов облаçĕнче (+10,3%) тата Самар облаçĕнче (+8,5%) ÿснĕ. Чи пĕчĕк ÿсĕм Чулхула облаçĕнче палăрнă.

Укçа енчен илес пулсан обществăлла апатланура Атăлçи федераллă округра Тутарстан  (79,4 млрд тенкĕ), Самар облаçĕ (59,4 млрд) тата Пушкăртстан мала тухнă. Чи сăпайлă кăтартусене Мордовинче (9,1 млрд тенкĕ), Марий Элра (10 млрд) тата Ульяновск облаçĕнче регистрациленĕ.

Пурĕ çĕршывĕпе кафепе ресторансен тупăшĕ тăхăр уйăх хушшинче 3,5 трлн тенкĕпе танлашнă, çулталăкра 8,7 процент  ÿснĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас