Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
9 Декабрӗн 2025, 11:00

Пурлăх налукĕн 75% пуçтарнă

Республика хыснине  6,6 млрд тенке яхăн укçа килнĕ.

Пурлăх налукĕн 75% пуçтарнă
Пурлăх налукĕн 75% пуçтарнă

Пушкăртстан правительствинче декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленнĕ налук кампанин пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă. Федераллă наук службин (УФСН) пуçлăхĕ  Андрей Агапов пурлăх налук хисепĕ 15% ÿсни тата вăл 7,726 млрд тенкĕпе танлашни çинчен астутарнă. Халĕ бюджета 6,578 млрд тенкĕ килнĕ.

Иртнĕ çулсенчи парăмсене шута илсе уйрăм çынсенчен пурлăх налукне пухасси 75% танлашнă.

Суд приставĕсен службинче -1,17 млрд тенкĕ, кредит учрежденийĕсенче 782 млн тенкĕ парăм пур.

Налуксене пухассипе мала Мишкин, Аскин, Балтач, Бурай районĕсем, Октябрьск хули тухнă.

ПР Федераллă налук службин пуçлăхĕ республикăра пурăнакансем регионти суту-илÿ центрĕсенче «Çĕнĕ çула парăмсемсĕр» акцие хутшăнса налуксене тÿлеме пултараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас