Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
27 Декабрӗн 2025, 12:10

Пенсионерсем январь уйăхĕнчи пенси тÿлевне маларах илĕç

Çак пулăм кам пенси тÿлевĕсене январь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче илекен тивĕçлĕ канури çынсене пырса тивет.

Пенсионерсем январь уйăхĕнчи пенси тÿлевне маларах илĕç
Пенсионерсем январь уйăхĕнчи пенси тÿлевне маларах илĕç

Раççейри Социаллă фонд Çĕнĕ çул уявĕсене пула январь уйăхĕнче пенси тÿлевĕсемпе маларах тивĕçтересси çинчен пĕлтернĕ.

«Фонд январь уйăхĕн 1-11-мĕшĕсенче банк урлă пенси илекен пенсионерсене декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен январь уйăхĕнчи тÿлевсене куçарса парĕ. Ыттисене, кам январĕн 11-мĕшĕ хыççăн илет, стандартлă йĕркепех куçарса парĕç», - тенĕ пĕлтерÿре.

Тÿлеве почта урлă илекен ватă çынсем малтан çирĕплетнĕ кунсенчех илĕç. Почтальосем ăна январь уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа илсе килме пуçлĕç.

Сăмах май, ача посбийĕсене те маларах тÿлĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас