Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
21 Кӑрлач , 10:30

Ултавçăсем Пушкăртстанри ватă çыннăн укçине каялла тавăрса парĕç

Утмăл тăватă çулхи хĕрарăма улталаса мошенниксем 340 пин тенкĕ укçа туртса илнĕ.

Ултавçăсем Пушкăртстанри ватă çыннăн укçине каялла тавăрса парĕç
Ултавçăсем Пушкăртстанри ватă çыннăн укçине каялла тавăрса парĕç

Республикăри прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, Шаран районĕнчи Шаран салинче пурăнакан çын ултавçăсен серепине лекнĕ – çапла майпа 340 пин тенкĕ çухатнă. Пенсионер тупăшлă инвестици ĕçне хутшăнатăп тесе (ултавçăсене насаса) Санкт-Петербургри тата Краснодарти преступниксен банк счечĕсем çине укçа куçарса панă.

Хĕрарăм прокуратурăна заявлени çырса парнă хыççăн йĕрке хуралçисем «Мошенничество» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă. Прокуратура суд урлă ултавпа вăрланă укçана шыраса илмелле тунă. Дропперсенчен (укçана банк счечĕ урлă куçарса паракансемпе ултавçăсем хушшинчи çын) пĕрне 87 пин тенкĕ укçана ватă çынна тавăрса памалла тунă. Ытти укçа-тенке те тавăрмалла пулĕ, хальхи вăхăтра çак ĕçе суд пăхса тухать, ун хыççăн вăл тивĕçлĕ йышăну тăвĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас