Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача амăш капиталĕ 729 пин тенкĕпе, иккĕмĕш ачашăн (пĕрремĕшĕшĕн илмен пулсан) 963 пин тенке çитнĕ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене ҫемье тӳлевӗпе усӑ курмалли ултӑ мел пирки аса илтернӗ. Вӗсен ҫинчен тӗплӗнрех карточкӑсенче пӗлме пулать. Ытларах республикăра ача амăш капиталĕпе пурăнмалли вырăн туянма, малтанхи тÿлев хума е ипотека кредитне тÿлесе татма, çурта е хваттере юсама, çурт хăпартма е строительсен пулăшăвĕшĕн тÿлеме усă кураççĕ.
Раççей Социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2025 çулта ача амăш капиталĕпе усă курса 11 330 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă.
Астутарасшăн, ача çуралсанах ашшĕ-амăшне патшалăх учрежденийĕсене çÿрессинчен хăтарса, сертификата Раççей социаллă фондăн электронлă системи хăех парать.