Çапла 2026 çулта çак тĕллевсене 899,9 млн тенкĕ, 2027 çулхи тăваттăмĕш тапхăрĕ валли федераллă хыснаран 924,5 тенкĕ уйăрĕç. Çак ĕçе пурнăçлама республика миллиарда яхăн укçа-тенкĕ уйăрĕ. Унпа Пушкăртстанра çынсене 24 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăна вырнаçтарма май килĕ.
Çулталăк тăршшĕпе республикăра 31 авариллĕ çуртран куçарĕç, çĕнĕ хваттер уççине 810 çын тивĕçĕ. Асăннă программа 11 муниципалитета: Бирск, Бакалă, Дюртюли, Пелепей, Белорецк, Благовещенск, Крснокамск, Ишимбай, Учалă, Чишма районĕсене тата Нефтекамск хулине пырса тивĕ.
Объектсен шучĕпе хальхи программа 2019-2023 çулхисенчен виçĕ хут ирттерет. Пурĕ Пушкăртстанра 2030 çулччен 38 хулапа районти 489 çуртан çĕнĕ вырăна пурăнма вырнаçтарĕç.