Урал сасси
+12 °С
Облачно
Укçа-тенкĕ
5 Мая , 12:00

Производитель пылăн пĕрремĕш партине суту-илĕвĕн пысăк сетьне кăларнă

«Пушкăртстан продукчĕ» проект дипломанчĕ Г. З. Валиева уйрăм предприниматель пылăн пĕрремĕш партине Ĕпхÿ, Екатеринбург, Эрĕнпур, Магнитогорск  тата Ханты-Манси хулисенчи «Магнит» суту-илÿ сечĕсен лавккисене тăратнă.

Производитель пылăн пĕрремĕш партине суту-илĕвĕн пысăк сетьне кăларнăПроизводитель пылăн пĕрремĕш партине суту-илĕвĕн пысăк сетьне кăларнă
Производитель пылăн пĕрремĕш партине суту-илĕвĕн пысăк сетьне кăларнă

Валиевсен çемйи хурт-хăмăр ĕçне 1990 çултанпа илсе пырать. Вĕсен утарĕ Кугарчă районĕнчи Большой Ик юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Хуçалăхра 200 хурт пуçĕ пур. Сезонра предпринимательсем çичĕ тонна яхăн пыл туса илеççĕ.

- Суту-илÿ сечĕсем вырăнти предприятисен таварĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ, мĕншĕн тесен республикăра туса кăларакан продукцие çынсем хаваспах туянаççĕ, вĕсем лайăх пахалăхпа уйрăлса тăраççĕ, - палăртнă ПР суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Константин Климин. 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас