Урал сасси
+17 °С
Облачно
Укçа-тенкĕ
28 Мая , 08:00

Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа валли 600 млн ытла тенкĕ уйăрнă

Пушкăртстанра Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăн (ППМИ) проекчĕсене пурнăçа кĕртме 600 млн ытла тенкĕ уйăрнă. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 618 пуçару пулăшу илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен 223-шĕ – хуласенче, 395-шĕ – республика районĕсенче.

Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа валли 600 млн ытла тенкĕ уйăрнăВырăнти пуçарусене пулăшмалли программа валли 600 млн ытла тенкĕ уйăрнă
Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа валли 600 млн ытла тенкĕ уйăрнă

Пулăшу укçи-тенкипе тĕрлĕ пуçарусене (çулсене юсасси, общество хутлăхĕсене хăтлăх кĕртесси, вĕренÿпе культура тата спорт учрежденийĕсене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтересси) пурнăçа кĕртĕç. Кунта муниципалитетсем те укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿрĕç, çынсем те хăйсен тÿпине хывĕç, спонсорсене те явăçтарĕç.

 –  ППМИ республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унпа усă курса пĕр-пĕр территоринчи ыйтусене татса пама пулать, вăл ăçта укçа кирлĕ шăпах çавăнпа яма май парать. Чи пĕлтерĕшли вара – ырă ĕç çынсене пĕрлештерни, –  палăртнă Радий Хабиров.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас