Урал сасси
+15 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
13 Июня , 16:45

Пушкăртстара пахча çимĕç хакĕсем ÿссе кайнă

Пуринчен ытла хăяр хаклăланнă – 12,44 процент.

Пушкăртстара пахча çимĕç хакĕсем ÿссе кайнăПушкăртстара пахча çимĕç хакĕсем ÿссе кайнă
Пушкăртстара пахча çимĕç хакĕсем ÿссе кайнă

Пушкăртстанстат республикăри потребитель хакĕсен статистикине хатĕрленĕ. Анализ туни иртнĕ эрнере пахча çимĕç палăрмаллах хакланнине кăтартса панă.

Хăяр 12,44 процента хаклăланнă, хальхи вăхăтра пĕр килограмĕ 135,92 тенкĕ тăрать. Çавăн пекех кишĕр (+5,29 %, килограмĕ - 55,90 тенкĕ), сухан (+2,51%, 43,25 тенкĕ), купăста (2,38 %, 43,85 тенкĕ) тата çĕр улми (2,29 %, 48,58 тенкĕ) хакĕсем ÿснĕ.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр апат-çимĕç йÿнелнĕ. Вĕсен  шутне çăмарта (-1,94 %, вуннăшĕ 83,63 тенкĕ тăрать), кăшман (-1, 52 %, килограмĕ 47,75 тенкĕ), сĕт (-1,47 %, литрĕ 92,50 тенкĕ), панулми (- 1,24 %, 154, 23 тенкĕ) тата рис (-1,21 %, 101,41 тенкĕ) кĕрет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас