Урал сасси
+17 °С
Облачно
Укçа-тенкĕ
18 Июня , 05:00

Çулталӑкри инфляци республикăра май уйӑхӗнче 5,21% таран чакнӑ

Пушкӑртстанри статистика кăтартăвĕсем тăрăх ҫулталӑкри инфляци май уйӑхӗнче 5,21% таран чакнӑ.

Çулталӑкри инфляци республикăра май уйӑхӗнче 5,21% таран чакнӑÇулталӑкри инфляци республикăра май уйӑхӗнче 5,21% таран чакнӑ
Çулталӑкри инфляци республикăра май уйӑхӗнче 5,21% таран чакнӑ

Пӗтӗмӗшле ҫӗршывӗпе ҫулталӑкри инфляци 5,31 процентпа танлашнӑ. Ҫулталӑк хушшинче Пушкӑртстанра апат-ҫимӗҫ хакĕсем 2,62% ӳснӗ. Апат-ҫимӗҫ шутне кĕмен таварсем 3,86% хаклăланнӑ, çăмăллăхсен хакĕсем 10,77% ÿснĕ.

Уйăх хушшинче республикӑра таварсемпе пулăшу хакӗсем 0,2 процента чакнӑ.

Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, май уйӑхӗнче регионта апрель уйӑхӗпе танлаштарсан помидор, хӑяр, ыхра, кӑмпа, пӑрӑҫ, апельсин тата ытти чылай пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла йӳнелнӗ. Ҫавӑн пекех чӑх ҫӑмарти, услам ҫу, сӗт, вир кӗрпи, рис тата кӗрпе хакӗ чакнӑ. Купӑста, сухан, лимон, аш-какай, пулӑ тата сахӑр хакӗ ӳснӗ. Апат-ҫимӗҫ шутне кĕмен таварсенчен дизель топливи, строительство материалĕсем, электроматериалсем, эмел препарачӗсем тата ытти чылай тавар хакӗ ӳснӗ. Пулӑшу сферинче çынна пытармалли службăсен, автосервиссен хакĕсем ÿснине палăртнă.

Çавăн пекех Раҫҫейри Хура Тинӗс хӗрринчи, Турцири, Кавказ леш енчи ҫӗршывсенчи тата республикӑри санаторисенчи кану хаклăланнă. Азири уйрӑм ҫӗршывсене, Китая, Египета тата Беларуҫе каймалли хаксем вара чакнӑ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас