Урал сасси
+5 °С
Облачно
Укçа-тенкĕ
19 Июня , 10:00

Пушкӑртстан Китая 48 тонна хура тул хуппи сутнӑ

ПР Россельхознадзор управленийĕ Пушкӑртстан хура тул хуппин черетлӗ партине Китая ӑсатнине пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстан Китая 48 тонна хура тул хуппи сутнӑПушкӑртстан Китая 48 тонна хура тул хуппи сутнӑ
Пушкӑртстан Китая 48 тонна хура тул хуппи сутнӑ

Надзор ведомстви Пушкӑртстанри Дюртюли  районӗнчи предприяти Китая ăсатма хатӗрленӗ 48 тонна хура тул хуппине тӗрӗсленӗ. Суйласа илнӗ тӗслӗхсем Россельхознадзора пӑхӑнса тӑракан Пушкӑртстанри лабораторинче тĕрĕслев иртнӗ.

«Хӑрушӑ карантин организмӗсене тупса палӑртман, мӗнпур продукци импортер-ҫӗршыв ыйтнине тивӗҫтерет, экспорта ӑсатнӑ», — палӑртнӑ Россельхознадзорӑн Пушкăртстанри управленийӗнче.

Аса илтеретпӗр, республикӑри агропромышленность комплексĕ "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчĕпе 2030 ҫул тӗлне ял хуҫалӑх продукцин чикĕ леш енне ăсатмалли калӑпӑшне 2021 ҫулхипе танлаштарсан 1,5-2 хут ӳстермелле. Наци проекчĕсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе хатӗрленӗ.

Автор:Инга Алексеева