Урал сасси
+20 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
19 Июня , 08:00

Пушкӑртстан продукчӗсем Мускаври лавккасенче сутăнĕç

"Пушкӑртстан продукчӗ" проект 13 ҫул тултарнă май Мускав хулин лавккисен сентрисем çине тухать.

Пушкӑртстан продукчӗсем Мускаври лавккасенче сутăнĕçПушкӑртстан продукчӗсем Мускаври лавккасенче сутăнĕç
Пушкӑртстан продукчӗсем Мускаври лавккасенче сутăнĕç

Продукцин упаковки çинче ҫак паллӑ пурри ăна республикӑра туса кӑларнӑ чӗр тавартан тунине, вăл пахалӑхпа хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене тивӗҫтернине кӑтартать. Паянхи кун 907 предприятин 37 пине яхӑн таварне ҫакӑн пек пахалӑх паллине панă. Проекта хутшӑннă 34 компани продукцийĕсене ют ҫӗршывсене çитерессине ӑнӑҫлӑ аталантарать. 2025 ҫулта 104 производитель дипломант статусне тивӗҫнӗ.  "Пушкӑртстан продукчӗ" логотипа тата 4,5 пин тавар упаковки çине вырнаҫтарса пулать.

— Пушкӑртстан фабрикисен продукцийӗ тахҫанах вырӑнти çеç пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ: ӑна Раҫҫейӗн пур кӗтесӗнче те федераци сечӗсем урлӑ сутаҫҫӗ, - каланă ПР суту-илӳпе пулӑшу министрӗ Константин Климин правительствăн оперативлӑ канашлăвĕнче.

- Пирӗн таварсем уйрӑмах республика тулашӗнче кирлӗ, "Пушкӑртстан продукчӗ" бренд вара пахалӑх палли пулса тӑрать. Кӑҫалхи тĕп тĕллев - пушкӑрт таварӗсене Мускавра малалла аталантарасси. Халӗ республикăра туса кăларнă продукци «Пурте пур» («Все есть») суту-илӳ сетĕнче ӑнӑҫлӑ сутăнать. Унсӑр пуҫне "Мускав ярмӑрккисен" лапамĕнче виҫӗ суту-илӳ точки уҫнӑ.

Константин Климин каланӑ тӑрӑх, проект маркетингпа кӑна ҫырлахмасть. Пушкӑртстан производителӗсене суту-илӳ рынокӗсене шырама пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Пушкăртстанра туса кăларнă сӗлӗ печенине Раҫҫейри Everyday универсамсен тетелӗнче сутаҫҫӗ те ӗнтӗ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас