Урал сасси
+17 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
2 Июля , 14:00

Пушкăртстан кăлпассине Азербайджанта та кăмăллаççĕ

Республикăри чăх-чĕп ашĕнчен кăлпасси тăвакан предприяти продукци экспортне ÿстерни çинчен регионти Россельхознадзор управленийĕнче пĕлтернĕ.

Çак кунсенче Благовещенскри предприяти Азербайджана ăсатма хатĕрленĕ 6,4 тонна бройлер чăх ашĕнчен хатĕрленĕ  кăлпассие надзор ведомстви тĕрĕсленĕ.

Анализсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хатĕр кăлпасси продукчĕсенче хăрушă организмсене тупман. Пушкăртстан предприятийĕн продукцийĕ импортер-çĕршывăн ветеринари хăрушсăрлăхĕ ыйтнине тивĕçтерет.

«Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать.  Унăн тĕллевĕ 2030 çул тĕлне чĕр тавар мар тата энергетика шутне кĕменнисен экспортне 2020 çулпа танлаштарсан 70%  ÿстересси. Наци проекчĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе пуçарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас