Урал сасси
+10 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
13 Июля , 08:30

Раççейре бензин хакĕ мĕнле улшăннă?

«Чек Индекс» аналитика служби çĕршыври кашни виççемĕш АЗСра июль уйăхĕн пĕрремăш вунă кунĕнчи автомобиль топливин хакĕсемпе çыхăннă кăтартусене пухнă. Çулталăк хушшинче АИ-92 бензинăн медианнăй (чи йÿнĕ тата чи пысăкки) хакĕ 20% ÿснĕ (пĕр литрĕ 70,5тенкĕ тăрать), АИ-95 – 24% (77,5 тенкĕ çитнĕ),  АИ-98 – 32%  (119,5 тенкĕ), АИ-100 – 13%  (94,5 тенкĕ).  Дизель топливи çулталăк хушшинче 11 % хаклăланă, пĕр литрĕ 88 тенке çитнĕ, компримированнăй çут çанталăк (метан, СН2) газĕ – 14 %  (29 тенкĕ), углеводородлă сивĕтсе хĕстернĕ газ – 18 %  (35,5 тенкĕ). Пысăк заправкăсемпе пĕчĕккисен (уйрăм предпринимательсен) хакĕсем икĕ хут уйрăлса тăма пултараççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Раççейре бензин хакĕ мĕнле улшăннă?Раççейре бензин хакĕ мĕнле улшăннă?
Раççейре бензин хакĕ мĕнле улшăннă?

«Коммерсант» кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, чи пысăк хакланнă пулăм АИ-100 бензинпа çыхăннă – 37 процент. АИ-95 тата АИ-98 бензинсене сахалрах туянма пуçланă. Çав вăхăтрах дизтопливо сутасси 38 % ÿснĕ, углеводородлă сивĕтсе хĕстернĕ газ – 17 %, компримированнăй çут çанталăк газĕ -8 %.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов