Урал сасси
+25 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
20 Июля , 07:30

Уйӑх хушшинче топливо, пахча ҫимӗҫ тата турист путевкисем хаклăланнӑ

Пушкӑртстанра хаксем май уйӑхӗнче чакнӑ хыҫҫӑн  июнь уйăхĕнче 0,6 процента ӳснӗ. Ҫулталӑкри инфляци 5,2 процентран 5,5 процента çитнĕ. Июнь уйӑхӗнче борщ хатӗрлеме кирлĕ пахча ҫимӗҫсем, топливо тата турист путевкисен хакӗ пуринчен те ытларах хаклăланнӑ. Апла пулсан та пӗтӗмӗшле илсен Пушкӑртстанра инфляци ҫӗршыври 6,02% вӑтам инфляцирен пӗчӗкрех юлать.

Уйӑх хушшинче  топливо, пахча ҫимӗҫ тата турист путевкисем хаклăланнӑУйӑх хушшинче  топливо, пахча ҫимӗҫ тата турист путевкисем хаклăланнӑ
Уйӑх хушшинче топливо, пахча ҫимӗҫ тата турист путевкисем хаклăланнӑ

Экспертсемӑнлантарнӑтӑрӑх, июнь уйӑхӗнче çĕршывра пӗлтӗрхи тухӑҫăн ҫимӗҫĕсем пĕтсе пыраççĕ, сентресем ҫине хаклӑ  импорт продукцийӗ тухать.Топливохакӗунăн производстви чакнипе тата Пушкӑртстанра пурӑнакансене заправкӑсенче черетре тӑма тивнипе ӳснӗ.Хăш-пӗр авто заправка станцийĕсем шӑв-шавпа усӑ курса хаксене ÿстернĕ.Çуллахи отпуск сезонĕнчетурист путевкисемхаклăланнă.Ҫыхӑну тарифӗсем те ӳснӗ.

- Июнь уйӑхӗнче тата çулталăкра çăмăллăхсен хакĕсем ÿснĕ, - ăнлантарса панă финансистсем.- Апат-ҫимӗҫ тата ытти таварсен хакĕсем сахалтарах ÿснĕ.

Ҫаввӑхӑтрах ҫӑмарта хакӗ чакнӑ: ӑшӑ вӑхӑтра чӑхсем нумайрах çăмарта тăваççĕ, чӑх-чӗп фабрикисен ӑшӑтмалли тӑкакӗсем чакаҫҫӗ.Килти техника, электроника тата инструментсен ыйтăвĕ çивĕч пулманнипе хакĕсем йӳнелнӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ҫӗршывӗпе ҫулталӑкри инфляци май уйӑхӗнчи 5,3 процентран ултӑ процента ҫитнĕ. Ку ытларах час-часах улшӑнакан нефть продукчӗсен, пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлан, уйрăм çăмăллăхсен хакӗсем ӳснипе, ҫавӑн пекех тенкӗ хакĕ ÿкнипе çыхăннă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас