Урал сасси
+20 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
22 Июля , 10:02

Ача амăш капиталĕпе 9,5 пин çемье пурăнмалли вырăн туяннă тата çурт хăпартнă

ПР Социаллă фондăн регионти уйрăмĕнче республикăри 9,5 пин çемье ача амăш капиталĕпе усă курса пурăнмалли условисене лайăхлатни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă программа «Çемье» наци проектăн витĕмĕпе пурнăçланать.

Ача амăш капиталĕпе 9,5 пин çемье пурăнмалли вырăн туяннă тата çурт хăпартнăАча амăш капиталĕпе 9,5 пин çемье пурăнмалли вырăн туяннă тата çурт хăпартнă
Ача амăш капиталĕпе 9,5 пин çемье пурăнмалли вырăн туяннă тата çурт хăпартнă

Ведомствăра 2025 çултан пуçласа çемьесем ача амăш капиталне эскроу счечĕпе усă курса çурт хăпартас ĕçе яма юрани çинчен пĕлтернĕ. Банкра уйрăм счет уçни тÿрĕ мар кăмăллă строительсенчен сыхлать: укçасем банкра упранаççĕ, вĕсене подрядчике ĕçсем туса пĕтерсен çеç параççĕ. Килĕшĕве пăрахăçланă хушăра банк ача амăш капиталне фонда каялла тавăрать, сертификат хуçи унпа тепĕр хут усă курма пултарать.

Ача амăш капиталĕпе Госуслуги портал урлă онлайн майпа  е Социаллă фонда çитсе заявлени парса  тата банкра ипотека кредитне уçнă чух усă курса пулать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас