Урал сасси
+7 °С
Облачно
Укçа-тенкĕ
23 Августа , 12:00

Пушкăртстанра ипотека парасси 25 процент чакнă

Июль уйăхĕнче республикăра пурăнакансем 3,4 пин ипотека илнĕ. Вĕсенчен пĕр пине яхăн çăмăллăхпа усă курса. Çакăн пирки Кредит бюровĕн пĕрлешĕве пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанра ипотека парасси 25 процент чакнăПушкăртстанра ипотека парасси 25 процент чакнă
Пушкăртстанра ипотека парасси 25 процент чакнă

Танлаштарма: июнь уйахĕнче çак виçе 4,36 пине çитнĕ пулсан, вĕсенчен 2,25 пинĕ -  çăмăллăхпа усă курнисем. Енчен те июньте вăтам чек 4  млн тенкĕпе танлашнă пулсан, июльте – 3,33 млн текнĕ.

«Июнь уйăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕр валли çăмăллăхпа усă курса кредит парассине ятарласа юри ÿстерсе кăтартнă. Çакă çемье ипотеки парас йĕркене хытарассипе çынсем хушшинче сас-хура кăларнипе çыхăннă. Июльте вара çавна пула тÿрлетÿсем кĕртмелле пулса тухнă. Рынок ипотеки вара банксенчи процент ставкисенчен килет, вăл чаксан ипотека илекенсен шучĕ те йышлăланать», -  тесе пĕлтернĕ экспертсем.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов