Урал сасси
+10 °С
Ясно
Укçа-тенкĕ
14 Сентября , 06:00

Виçĕ миллион тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ займ илнӗ

Пушкӑртстанри микрокредит компанийӗ Октябрьский хулинче выльӑх апачӗ туса илессипе ӗҫлекен Ольга Ахметгареева предпринимателе 8 процент ставкӑпа виҫӗ миллион тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ кивҫен укçа панӑ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Виçĕ миллион тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ займ илнӗВиçĕ миллион тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ займ илнӗ
Виçĕ миллион тенкӗлӗх ҫӑмӑллӑхлӑ займ илнӗ

Предприяти республикӑри вуншар фермер хуҫалӑхне выльӑх апачӗпе тивӗҫтерет. Кивҫен илнĕ укçа-тенкĕпе чӗр тавар, склад туянма тата юсама, ҫавӑн пекех производство линине анлӑлатма янӑ. Предприяти малтан 50 кг таякан тырра хутаçсене тултарса сутнă, каярах туянакансен ыйтнă уйрӑм рецептсемпе комбикорм хатĕрлеме тытӑннӑ.

Автор:Инга Алексеева