

Пурĕ 8 уйăх хушшинче республикăра 876,77 пин тĕрлĕ йышши заем (кивçен укçа) панă. Çакă вăл регионти кашни 100 çын пуçне 21,5 кредит пулать. Йалана кĕнĕ тăрăх, ытларах çынсем потребитель кредичĕсемпе усă кураççĕ. Укçа-тенкĕ виçипе пăхсан, ипотекăпа автокредит нумайрах илеççĕ.
Пĕрлешÿллĕ кредит бюровĕ август уйăхĕнче юлашки икĕ çулта кредит пуçаруллăхĕ (кредитная активность) пысăк пулнине палăртнă. Çак уйăхра Пушкăртстанра 126 пин кредит илнĕ. Çав шутра 67 пине яхăн - потребитель кредичĕ, 4,5 пин – автокредит, 3,36 пин ипотека илме килĕшÿсем тунă. Унсăр пуçне 8,5 пин касса урлă тавар туянмалли кивçен укçа илнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.