

Йалана кĕнĕ тăрăх, чи пысăк ĕç укçи çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакансен, кокс тата нефтьрен таварсем тăвакан, хими производствинче ĕçлекен, компьютерсем, электрон тата оптика таварĕсем пухакан, электричество хатĕрĕсем пуçтаракан сферăсенче палăрнă. Çавăн пекех информаципе çыхăну, финанспа страхлав ĕçĕсенче, наука тĕпчевĕнче тăрăшакансен шалăвĕ те пысăк – вăтамран уйăхне 100 пин тенкĕ ытла илеççĕ.
Çав вăхăтрах регионта чи пĕчĕк ĕç укçине малтанхи пекех тир тăвакансемпе тиртен тĕрлĕ япаласем хатĕрлекенсене тÿлеççĕ – уйăхне вăтамран 33 пин тенкĕ. Вăрманçăсемпе вăрман хатĕрлекенсен, полиграфистсен кăшт пысăкрах – 40 пин тенкĕпе танлашать тесе пĕтĕмлетнĕ статистика ĕçченĕсем.
Юрий СНЕГОПАД.