Урал сасси
+5 °С
Облачно
Укçа-тенкĕ
17 Октября , 07:00

2027 çулта Пушкăртстанра чи пĕчĕк ĕç укçи 33,3 пин тенке çитме пултарать

Ăна хальлĕхе татса паман, анчах та ноябрь-декабрь уйăхĕсенче паллă пулмалла.

Добавить в предпочтительные источники Google
2027 çулта Пушкăртстанра чи пĕчĕк  ĕç укçи 33,3 пин тенке çитме пултарать2027 çулта Пушкăртстанра чи пĕчĕк  ĕç укçи 33,3 пин тенке çитме пултарать
2027 çулта Пушкăртстанра чи пĕчĕк ĕç укçи 33,3 пин тенке çитме пултарать

Раççей ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Антон Котяков РФ Патшалăх Думин бюджет тата налог енĕпе ĕçлекен комитет ларăвĕнче çĕршывра 2027 çулта чи пĕчĕк ĕç укçине (МРОТ) ÿстерме палăртнине пĕлтернĕ. Вăл 28 935 тенке çитмелле, хальхи вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 6,8 % пысăкрах пулĕ.

Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанра район коэффициенчĕ 15 % пур, çавна пула МРОТ виçи федералсем палăртнинчен пысăкрах пулмалла. 2026 çулта чи пĕчĕк ĕç укçи 27 093 тенкĕ пулнă пулсан, республикăра вăл 31 156,95 тенкĕпе танлашнă.

Енчен те федераллă МРОТ виçи 28 935 тенке çитсен, Пушкăртстанра вăл, район коэффициетне шута илсе, 33,3 пин тенкĕ пулмалла. Бюджен сферинче ĕçлемен çынсен ĕç укçийĕ пысăкрах та пулма пултарать. Мĕншĕн тесен республикăра ятарлă килĕшÿ тунă, унпа витĕмĕпе экономика секторĕнче ĕçлекенсене палăртнинчен 5,7 %  ытларах тÿлемелле. Çак принципа шута илсен вĕсен ĕç укçин виçи 35 пин тенкĕ урлă каçмалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов