-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Нефтекамск хулинчи 84 çулхи пенсионера асăннă схемăпа улталанă. Полици ĕçченĕ ятĕнчен хĕрĕ аварие лекни, инкеке лекнисем те пурри çинчен кинемее шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çак пăтăрмахра хĕрĕ айăпли, ăна хирĕç уголовлă ĕç пуçармасса укçа памалли çинчен пенсионера систернĕ.
Пăлханнă хĕрарăм пĕлмен çынна шаннă, хăйĕн адресне пĕлтерсе курьертан 40 пин тенкĕ укçа парса янă. Хĕрĕпе пурте йĕркеллĕ пулнине тĕрĕсленĕ хыççăн мошенниксен ултавне лекнине пĕлнĕ. Полицирен пулăшу ыйтнă.
- Оперативлă шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн асăннă схемăн курьерне тытса чарнă. Вăл вырăнта пурăнакан 18 çулхи хĕр пулнă. Çамрăк хĕрарăм преступление йышăнса хăй мĕн тунине каласа панă. Уголовлă ĕç пуçарнă, - тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерствинче.