Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
10 Нарӑсӑн , 17:05

Ĕпхÿ хулинче мошенниксемпе кĕрешме çĕнĕ меслет тупнă

Хулари Тĕп пасарти банкоматсен çывăхĕнче, иртсе çÿрекенсене курăнмалли вырăнта, картонтан тунă полици ĕçченĕн сăнне вырнаçтарнă.  Пакунлă çыннăн аллинчи пĕлтерÿ хăми çинче çапла çырса хунă: «Хăрушлăхсăр счечĕ çине укçа куçарма ыйтаççĕ? Тăхтаса тăрăрăр! Ку вăл – мошенниксем!».

Ĕпхÿ хулинче мошенниксемпе кĕрешме çĕнĕ меслет тупнă
Ĕпхÿ хулинче мошенниксемпе кĕрешме çĕнĕ меслет тупнă

- Ÿкерчĕк çинчи çыннăн кĕлетки чĕрĕ çын пекех курăнать. Малтанах эпĕ хăраса ÿкрĕм», -  тенĕ Ĕпхÿре пурăнакан Дарья С. хĕрарăм.

Ултавçăсем çынсене тĕрлĕ майпа сăтăр тунине çирĕплетекен тĕслĕхсем юлашки вăхăтра нумайланса пыраççĕ. Çавăнпа та йĕрке хуралçисем пурне те асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Çÿлерех илсе кăтартнă ÿкерчĕке те шăпах çав тĕллевпе вырнаçтарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿ хулинче мошенниксемпе кĕрешме çĕнĕ меслет тупнă
Ĕпхÿ хулинче мошенниксемпе кĕрешме çĕнĕ меслет тупнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: