Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Нарӑсӑн , 20:30

Ĕпхÿре 3 çулхи ача питĕрĕннĕ автомобиль ăшĕнче юлнă

Паян, февраль уйăхĕн 14-мĕшĕнче, республикăн тĕп хулинче васкавлă пулăшу службине чарăну вырăнĕнче ларакан автомобиль ăшĕнче пĕчĕк ача хупăнса ларни çинчен пĕлтернĕ. Пулăшу ыйтса пепкен амăшĕ шăнкăравланă. Вăл автомобиле хускатнă хыççăн шăпăрлана ун ăшне лартса хăй хурçă ута юртан тасатма тытăнни çинчен каласа панă. Çав вăхăтра сигнализаци ĕçлесе кайнă, алăксем питĕрĕнсе ларнă.

Ĕпхÿре 3 çулхи ача питĕрĕннĕ автомобиль ăшĕнче юлнă
Ĕпхÿре 3 çулхи ача питĕрĕннĕ автомобиль ăшĕнче юлнă

Вырăна ПР Инкеклĕ лару-тăру комитечĕн шыравпа çăлав отрячĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Çăлавçăсем машина ăшне кĕме пултарнă, пĕчĕк ачана тыткăнран хăтарса амăшĕн аллине панă тесе пĕлтернĕ ведомствăра.

Маларах вара, икĕ кун каялла, Баймак районĕнчи Графское кулĕре виçĕ пулăçа çăлавçăсен пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухнă. Вĕсем снегоходпа путса ларнă пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: