Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
24 Нарӑсӑн , 16:01

Апат пĕçернĕ чухне 76 çулхи кинемей чутах вилмен

Паян, февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Ĕпхÿ хулинчи Айский урамри пилĕк хутлă çуртри пĕр хваттерте пушар тухнă. Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтерне тăрăх, 76 çулхи ватă хĕрарăм апат хатĕрлеме пуçланă. Шăпах çав самантра темле майпа ун çинчи тумтир çунма пуçланă.

Апат пĕçернĕ чухне 76 çулхи кинемей чутах вилмен
Апат пĕçернĕ чухне 76 çулхи кинемей чутах вилмен

Вут-çулăм тумтир çинчен кухньăри тата ваннăйĕнчи япаласем çине сиксе ÿкнĕ, кунта вăл хăйĕн çинчи кĕпе-йĕме шывпа сÿнтерме хăтланнă иккен. Тăнне çухатнă ватă çынна çăлавçăсем вырăнта тупнă, ăна медицина ĕçченĕсен аллине панă. Çулăмпа пиçнĕ кинемее больницăна илсе кайнă, пушара сÿнтернĕ.

Лару-тăрăва Инкеклĕ лару-тару министерствин дознавателĕ уçăмлатать.

Вулакансене пĕлме, 2024 çул пуçланнăранпа Пушкăртстанра 806 пушар пулса иртнĕ, вĕсенче 46 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.

 Юрий СНЕГОПАД.

Апат пĕçернĕ чухне 76 çулхи кинемей чутах вилмен
Апат пĕçернĕ чухне 76 çулхи кинемей чутах вилмен
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: