Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
3 Мартӑн , 09:55

Ĕпхÿре чутах трамвай çунса кайман

Республикăн тĕп хулинче трамвай çунма пуçланă. Çак пăтăрмах Черниковкăри Кольцевой урамра пулса иртнĕ. Телее, вагонра пассажирсем пулман.

Ĕпхÿре чутах трамвай çунса кайман
Ĕпхÿре чутах трамвай çунса кайман

Пушар сÿнтерекенсем вут-çулăма ытлашши алхасма паман, 7 тăваткал метр çинчи пушара вăхăтра сÿнтернĕ. Суранланнисемпе вилнисем çук. Вут-çулăм мĕне пула тухнине хальхи вăхăтра РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленин дознавателĕ уçăмлатать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: