Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
6 Мартӑн , 14:30

Салаватри пушарта икĕ хĕрарăм вилнĕ

Вут-çулăмра икĕ хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă тата теприне çăлса хăварнă тесе пĕлтернĕ РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕ.

Салаватри пушарта икĕ хĕрарăм вилнĕ
Салаватри пушарта икĕ хĕрарăм вилнĕ

Инкек сиксе тухнă пирки Салават хулинчи Октябрьский урамĕнче вырнаçнă нумай хутлă çуртсенчен пĕринче пурăнакансем пĕлтернĕ - виççĕмĕш хутра хваттер çуннă.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вырăна килсе çитнĕ, çынсене хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнтан эвакуациленме пулăшнă. Вут-çулăм çавăрса илнĕ хваттертен тăнне çухатнă хĕрарăма илсе тухнă, болницăна илсе çитериччен унăн чĕри тапма чарăннă. Тата теприне пурнăç паллисемсĕр тупнă.

Пушар тухнă вырăна дознавательсемпе пушар лабораторийĕн эксперчĕ килсе çитнĕ. Кÿршисем пĕлтернĕ тăрăх, çуннă хваттерте ĕçекен тата туртакан хĕрарăмсем пурăннă. Çакă пушар тухнин сăлтавĕ пулнă та.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: