Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Мартӑн , 16:05

Пушкăртстанăн патшалăх тĕп автоинспекторĕ кирлĕ заявлени тунă

Республикăра патшалăх автоинспекцийĕ çывăх кунсенче «Урă водитель» операци ирттерет. Рейдсене март уйăхĕн 11-мĕшĕччен йĕркелĕç. Пушкăртстанри Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Владимир Севастьянов пĕлтернĕ тăрăх, уявсенче тата канмалли кунсенче алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн руль умне ларасси темиçе хут ÿсет. Вăл рейдсен тĕп тĕллевĕ усĕр водительсене пула çул çинче йĕркене пăсассине тата аварисен шутне чакарасси пулнине палăртнă.

Пушкăртстанăн патшалăх тĕп автоинспекторĕ кирлĕ заявлени тунă
Пушкăртстанăн патшалăх тĕп автоинспекторĕ кирлĕ заявлени тунă

«Хаклă туссем, атьăр-ха çурхи уявра кăмăла пăсар мар. Çак кунсене çемьесемпе тата çывăх çынсемпе пĕрле ирттерер. Руль умĕнче шухăшламасăр кулянмалла  йанăшсем ан тăвăр», - тесе сĕнÿ панă регионти тĕп автоинспектор водительсене чĕнсе каланă май.

Çавăн пекех вăл йĕркене пăсакансем çинчен 8 347-279- 32-92 номерпе шанчăк телефонĕ çине шăнкăравласа пĕлтерме ыйтнă. Унсăр пуçне @GIBDDRB_02bo. телеграм чат-бот та ĕçлет. Шăнкаравласси анонимлă, ята кăтартмасăр пурнăçланать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: