Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
9 Мартӑн , 11:50

Çулталăк пуçланнăранпа Раççейре 85 ача пушарсенче вилнĕ

2024 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче Раççей Федерацинче вут-çулăма пула 85 ачан пурнăçĕ татăлнă. Çакăн пек кăтартусене РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пресс-служби илсе кăтартнă.

Çулталăк пуçланнăранпа Раççейре 85 ача пушарсенче вилнĕ
Çулталăк пуçланнăранпа Раççейре 85 ача пушарсенче вилнĕ

Ачасем вилни – вăл аслисем яваплăха çухатнипе çыхăннă пулăм. Ведомствăра кирек ăçта та пĕчĕк ачасене хăйсене çеç хăварма юраманнине асăрхаттараççĕ. Хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене те (шăрпăк, тиверткĕч, эмелсем) кĕçĕннисем илме, тытма пултарайман вырăнсенче упрамалла. Ашшĕ-амашĕсен пушар сиксе тухсан вĕсен мĕн тумалли çинчен ачасемпе калаçусем ирттермелле. Вăл питĕ те ансат – кил-çуртран, хваттертен тула тухмалла, пулăшу ыйтмалла. Нихăçан та пĕр-пĕр кĕтесе пытанса лармалла мар. Васкавлă пулăшу службине 101 е 112 номерсемпе шăнкăравлама пĕлни те пĕлтерĕшлĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: