Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
2 Апрелӗн , 17:12

Пилотсăр вĕçев аппаратне асăрхасан мĕн тумалла?

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру министерстви пилотсăр вĕçев аппаратне курсан хăвна мĕнле тытмалли çинчен инфографика пичетлесе кăларнă.

Пилотсăр вĕçев аппаратне асăрхасан мĕн тумалла?
Пилотсăр вĕçев аппаратне асăрхасан мĕн тумалла?

Çын пĕр-пĕр çуртра пулсан май пур таран аялти хутсене, путвала анмалла. Лифтпа усă курма юрамасть, вăл чарăнса ларма пултарать.

Этем хваттерте пулсан, чÿречесем çук пÿлĕме (ваннăй)  каймалла та урайне лармалла. Тем тесен те чÿречесем патне пымалла мар.

Урамра пулсан хăвăртрах çывăхри çурта, çĕр айĕнчи каçмана,  автомашинăсем лартмалли вырăна (паркинг, пысăк хуласенче çуртсем, лавккасем айĕнче пулать).

Транспортра пулсан, часрах унтан тухса хÿтĕленмелли вырăна чупмалла.

- Пилотсăр вĕçмелли аппарат тапăнăвĕ хыççăн ăна е унăн пайĕсене  алăпа тытмалла мар, вăл вырăнтан хăвăртрах аякалла пăрăнмалла. Çийĕнчех 112 телефон номерĕпе хăвăрăн хушаматăра, ятăра, вĕçев аппаратне ăçта асăрханине пĕлтермелле, - хушаççĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру министерствинче.

Паян Тутарстан Республикинчи Елабуга тата Нижнекамск хулисенчи предприятисене, «Алабуга» уйрăм экономика зонин территорине пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тапăннă. Инкек курнисем те пур.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: