Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
7 Апрелӗн , 14:35

Пушкăртстанра 20 муниципалитетра территорисем шыв айне пулнă

ПР Инкелĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ çирĕплетнĕ тăрăх, иртнĕ талăкра 112 службăна çурхи ейĕве пула 44 вырăна шыв илни çинчен хыпар çитнĕ. Пĕтĕмĕшле вара, ейÿ тапхăрĕ пуçланнăранпа, 802 хут пулăшу ыйтса шăнкăравланă.

Пушкăртстанра 20 муниципалитетра территорисем шыв айне пулнă
Пушкăртстанра 20 муниципалитетра территорисем шыв айне пулнă

Чи нумай шыв хăпарнине çак вырăнсенче шута илнĕ:

- Ĕпхÿри Туслăх монуменчĕ патĕнче Шуратăл юхан шывĕ: шыв 85 см хăпарнă, хальхи вăхăтра шыв шайĕ 269 см танлашать, ейÿ сарăлнă улăхсенче (пойма) – 600 см;

- Бирск хули патĕнчи Шуратăл: 75 см çĕкленнĕ, хальхи шыв шайĕ - 377 см, меллĕ мар (неблагоприятный) шыв шайĕ -  910 см;

- Çтерлĕ хули çывăхĕнчи Ашкадар 70 см хăпарнă, хальхи шыв шайĕ - 585 см,  паянхи кун тĕлне шыв çырансенчен тухса улăхсене сарăлнă, анчах та лару-тăрăва тĕрĕслесе тăраççĕ;

- Благовещенск районĕнчи Укман ялĕ çывăхĕнче Ĕпхÿ юхан шывĕ 63 см хăпарнă, ытти кăтартусем 237 тата 756 см танлашаççĕ.

Пурĕ 20 муниципалитетра (пĕтĕмпе вĕсем 63) 46 шыв айне пулнă вырăна тĕрĕслесе тăраççĕ. Çав шута Бакалă, Баймак. Белорецк, Пишпÿлек, Бурзян, Иглин, Кармаскалă, Кушнаренковă, Кугарчă, Куюргазă, Краснокамск,  Мияки, Çтерлĕ, Туймазă, Ĕпхÿ, Хайбулла, Чишма, Чекмагуш районĕсем тата Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисем кĕреççĕ.

Çав шутра 17 вырăнта автоçулсем, 13 кĕпер шыв айне пулнă. Унсăр пуçне 4 çурта, 99 çурт çумĕнчи территорине, 1998 сад пахчине тата 202 садри çурта шыв илнĕ.

Хăрушлăх сиксе тухсан 112 номерпе шăнкăравламалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: