Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
8 Апрелӗн , 11:30

Газ хатĕрĕсене пăхса тăма чăрмав кÿнĕшĕн тÿлеттерекен штраф виçисене ÿстернĕ

Раççей президенчĕ Административлă йĕркене пăснăшăн явап тыттарасси çинчен калакан кодекса çĕнĕлĕхсем кĕртсе федераллă закона алă пусса çирĕплетнĕ. Документăн çĕнĕ редакцинче çуртри е уйрăм хваттерти газ хатĕрĕсене техника енчен специалистсене вăхăтра пăхтарса тăма май туса паманшăн тÿлеттерекен штраф виçисене ÿстерессине палăртнă. Документа право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Газ хатĕрĕсене пăхса тăма чăрмав кÿнĕшĕн тÿлеттерекен штраф виçисене ÿстернĕ
Газ хатĕрĕсене пăхса тăма чăрмав кÿнĕшĕн тÿлеттерекен штраф виçисене ÿстернĕ

Сăмахран, енчен те кил-çурт хуçи газ службинче ĕçлекене хăйĕн çуртне кĕртмесен е тата газ хатĕрĕсене пăхса тăма предприятипе килĕшÿ тума хирĕç пулсан уйрăм çыннăн 5 пинтен пуçласа 10 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивет. Маларах çак виçе 1-2 пин тенкĕ пулнă. Долноçри çыншăн çак виçе 40 - 100 пин тенке çитет. Пайăр мар сăпатсемшĕн (предприятисемпе организацисем) – 200-500 пин тенкĕ.

Енчен те газ хатĕрĕсене законпа ыйтнă пек предприяти юсаса, пăхса тăмасть пулсан  е тата çак енĕпе аттестаци иртмен специалист ĕçлесен должноçри çынна 50 - 100 пин тенкĕ штраф кĕтет, пайăр мар сăпата – 100 - 500 пин тенкĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: