Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
14 Апрелӗн , 12:55

Виçĕ арçын ачана вилĕмрен çăлса хăварнă

Ĕнер каçхине Белорецк хулинчи пĕвере чутах виçĕ арçын ача пăр айне анса каяйман. Инкек пулса иртнĕ вăхăтра каччăпа хĕр пĕве хĕррипе иртсе пыни çеç çамрăксене çăлса хăварма май панă. Вырăнта мĕн пулса иртни çинчен Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн  председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кирилл Первов каласа панă.

Виçĕ арçын ачана вилĕмрен çăлса хăварнă
Виçĕ арçын ачана вилĕмрен çăлса хăварнă

"Ачасем пăр çийĕпе пĕр-пĕрин хыççăн утнă. Çыран хĕрринчен 200 метр иртсен виççĕмĕш ача утакан вырăнта пăр çурăлса кайнă, вăл шыва кĕрсе ÿкнĕ. Юнашар пыракан юлташĕ ăна çăлма хăтланса пăхнă, анчах та вăл хăй те шыв ытамне лекнĕ.

Телее, çак самантра юнашар хĕрпе каччă уçăлса çÿренĕ. Вĕсем путакансене асăрханă та çийĕнчех васкавлă пулăшу номерĕпе шăнкăравланă, ачасене çăлма васканă. Каччă ачасем патне пăр çийĕпе хырăмпа шуса çитнĕ те инкеке лекнĕскерсене çăлавçăсем киличччен аллисенчен тытса тăнă. Çав вăхăтра вăл хăй те çурма пăрлă шыв ăшĕнче выртнă. Инкеклĕ лару-тăру çăлавçисем виççĕшне те çыран хĕррине илсе тухнă, васкавлă пулăшу ĕçченĕсен аллине панă. Виççĕмĕш ача хăй тĕллĕнех çырана утса тухнă»,- тенĕ Кирилл Первов.

Ведомство ертÿçи ашшĕ-амăшĕсене çак вăхăтра пăр çÿхе пулни, вăл хăрушлăх кăларса тăратни çинчен хăйсен ачисене ăнлатарса пама ыйтнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: