Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
18 Апрелӗн , 17:05

Пушарсемпе кĕрешмелли ятарлă йĕрке çирĕплетеççĕ

Пушкăртстанра çут çанталăра тата ял-хуласенче пушарсем сиксе ан тухчĕр тесе, иртнĕ çулсенчи пăтăрмахсене шута илсе, ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Марат Латыпов апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушарсемпе кĕрешмелли ятарлă йĕрке çирĕплетме сĕннĕ.

Пушарсемпе кĕрешмелли ятарлă йĕрке çирĕплетеççĕ
Пушарсемпе кĕрешмелли ятарлă йĕрке çирĕплетеççĕ

Унăн сăмахĕсене тĕпе хурас пулсан, ятарлă йĕрке вăхăтĕнче çынсен хушма пушар хăрушсăрлăх нормисене пăхăнмалла  пулать. Çав шутра кăвайăтсем чĕртме, типĕ курăксене çунтарма чараççĕ, çынсен вăрмансене кĕме юрамасть.

«Çав вăхăтрах пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманшăн граждансен тата предприятисемпе организацисен яваплăхĕ ÿсет. Штраф санкцийĕ икĕ хут пысăкрах пулĕ», - тенĕ Марат Латыпов Республикăри управлении центрĕнче иртнĕ канашлура.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров унпа килĕшнĕ.

«Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушара хирĕç кĕрешмелли ятарлă йĕрке ĕçле пуçлĕ. Пирĕн мĕн кирли пурте пур, атьăр хатĕрленер», - çирĕплетнĕ ПР Пуçлăхĕ.

Пушарпа кĕрешмелли  йĕркене пăснăшăн çакăн пек штрафсем тÿлеттерĕç:

- граждансене 10 пинрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран;

- должноçри çынсене 30 пинрен пуçласа 60 пин тенкĕ таран;

- предприниматель ĕçĕсене пайăр мар ят йĕркелемесĕр тăвакансен 60 пинрен 80 пин тенке çити;

- организацисемпе предприятисене 400 пинрен 800 пин тенке çити.

Юрий НИКОЛАЕВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: