Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
21 Апрелӗн , 16:35

Пушкăртстара вăрманти пĕрремĕш пушара шута илнĕ

Республикăра вăрманта вут-кăвар тухнине çирĕплетекен пĕрремĕш тĕслĕх пулса иртнĕ. Ăна ĕнер, апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче, кăнтăрла Абзелил районĕнчи Муракаево ялĕнчен 6 çухрăмра вырăнаçнă лаптăк çинче  асăрханă. Пушар лаптăкĕ 0,47 гектарпа танлашнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру  патшалăх управленин пресс-службинче.

Пушкăртстара вăрманти пĕрремĕш пушара шута илнĕ
Пушкăртстара вăрманти пĕрремĕш пушара шута илнĕ

17.05 сехет тĕлне вут-çулăма лăплантарнă. Пушара сÿнтернĕ çĕре пĕр техника тата  10 çынна явăçтарнă.

Маларах эпир вулакансене апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа пушарсемпе кĕрешмелли ятарлă йĕрке çирĕплетесси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: