Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
24 Апрелӗн , 09:15

Пушкăртстанра çулталăкри ача Сакмар юхан шывĕнче путса вилнĕ

2022 çулта çуралнă ачан вилнĕ ÿтне Сакмар юхан шывĕнче тупнă тесе пĕлтернĕ республикăри Инкеклĕ лару-тăру управленийĕн пресс-служби.

Пушкăртстанра çулталăкри ача Сакмар юхан шывĕнче путса вилнĕ
Пушкăртстанра çулталăкри ача Сакмар юхан шывĕнче путса вилнĕ

Ĕнер, апрель уйăхĕн 23-мĕшенче, каçхине инкеклĕ лару-тăру ведомствин диспечер службине пĕр хĕрарăм пулăшу ыйтса шăнкăравланă. Вăл Хайбулла районĕнчи Янтышево ялĕнче хăйĕн çулталăкри ачи çухални çинчен пĕлтернĕ. Шăпăрлан юхан шывпа юнашар вылянă пулнă иккен.

Çăлавçăсем çийĕнчех шырав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Кăшт вăхăт иртсен юхан шывăн аяларах пайĕнче, пĕр çухрăмра, ачан вилнĕ ÿтне тупнă.

Хальхи вăхăтра оперативлă следстви мероприятийĕсем пыраççĕ, инкек мĕн сăлтава пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра çулталăкри ача Сакмар юхан шывĕнче путса вилнĕ
Пушкăртстанра çулталăкри ача Сакмар юхан шывĕнче путса вилнĕ
Пушкăртстанра çулталăкри ача Сакмар юхан шывĕнче путса вилнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: