Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
26 Апрелӗн , 12:05

Асăрханăр: терроризм!

Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем социаллă сетьсенче тата мессенджерсенче хĕтĕртÿçĕсем (провокаторы) ĕçленине пĕлтереççĕ. Вĕсем Раççей çыннисене террористла е ытти преступлениллĕ ĕçе пурнăçлама ÿкĕте кĕртеççĕ.

Асăрханăр: терроризм!
Асăрханăр: терроризм!

Усал шухăшлă çынсем уйрăмах çакăн йышши пĕлтерÿсене çамрăксене ярса параççĕ. Раççейри Шалти ĕçсен министерстви çакна шута илсе ачасене сиенлĕ витĕмрен хÿтĕленмелли сĕнÿсем хатĕрленĕ.

Халĕ чи кирли – ачасемпе шанчăклă çыхăну йĕркелесси. Вĕсем тĕрлĕ йышши пĕлтерÿсем яракан çынсене мар, хăйсен ашшĕ-амăшсене çеç шанмалла.

Ачана сиен кÿрекен информацирен тата ăна преступлениллĕ ĕçе явăçтарнинчен мĕнле сыхламалла?

  1. Ачана маларах интернетрахăрушлăхсахал мар ( япăх пулăмсем, агресси, киревсĕрлĕх-намăссăрлăх, буллинг, усал шухăшлă çынсем) пуррине ăнлантарса памалла.
  2. Ачана социаллă сетьре иккĕленÿ çуратакан сĕнÿсемпе хыпарсене хуравлама кирлĕ маррине вĕрентмелле.
  3. Ача кампа çыру çÿретнине ыйтса пĕлĕр.
  4. Ачан тыткаларăшĕ улшăннипе улшăнманнине, унра çĕнĕ интерессем çуралнипе çуралманнине сăнăр.
  5. Енчен те ачăр «челлендж» текен юхăмра тăрать пулсан (пĕр-пĕр япалана ыттисем пек тумалла), вăл сывлăха сиен кÿме пултарнине асра тытăр.
  6. Ачан юлташĕсемпе, пĕр класра вĕренекен тусĕсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çыхăну тытăр.

Хаклă ачасем, çĕнĕ палланă çыннăр кирек мĕнле те иккĕленÿ çуратакан сĕнÿ пачĕ пулсан çакăн пирки аçăрпа аннĕре, çывăх çыннăрсене тата вĕрентекенĕрсене пĕлтерĕр.

Нихăçан та пĕлмен çынпа çыру ан çÿретĕр. Вăл кирек мĕн çырсан та ăна ан шанăр. Яланах аçăр-аннĕрпе канашлăр.

Иккĕленÿ çуратакан пĕлтерÿсене, хыпарсене пĕр именмесĕр 102 номерпе право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтерĕр.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: