Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
29 Апрелӗн , 15:25

Çул çинчи аварине пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă

Ĕнер, апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Кугарчă районĕнче Магнитогорск – Ира автоçулăн 347-мĕш çухрăмĕнче хăрушă авари пулса иртнĕ. Инкек вырăнĕнче тăватă çын вилнĕ, вĕсенчен иккĕшĕ пĕчĕк ачасем.

Çул çинчи аварине пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă
Çул çинчи аварине пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă

Малтанхи кăтартусем тăрăх, ВАЗ-2110 автомобиль водителĕ хирĕç килекен Chevrolet Lanos çулĕ çине сиксе тухнă, ун хыççăн ăна пырса çапăннă.

«Пăтăрмаха пула Chevrolet автомобиль çинчи хĕр тата икĕ ача, 2021 тата 2023 çулсенче çуралнăскерсем, васкавлă пулăшу машини килсе çитичченех вилнĕ. Водительне больницăна илсе çитернĕ. ВАЗ-2110 çинче те арçыннăн чĕри тапма чарăннă. Икĕ пассажирпа водителе вара сывлăх сыхлав учрежденине илсе çитернĕ», - тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанăн тĕп автоинспекторĕ Владимир Севастьянов хăй те инкек пулса иртнĕ вырăнта пулнă май.

Юрий СНЕГОПАД.

Çул çинчи аварине пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă
Çул çинчи аварине пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă
Çул çинчи аварине пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: