Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Майӑн , 10:55

Эрĕнпур облаçĕнчи çул çинчи аварире Пушкăртстанра пурăнакан тăватă çын вилнĕ

Пушкăртстанра пурăнакансем Эрĕнпур облаçĕнче çул çинчи инкеке лекнĕ. Çавна пула тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутра пĕр ача тесе пĕлтернĕ РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин регионти управленин пресс-службинче.

Эрĕнпур облаçĕнчи çул çинчи аварире Пушкăртстанра пурăнакан тăватă çын вилнĕ
Эрĕнпур облаçĕнчи çул çинчи аварире Пушкăртстанра пурăнакан тăватă çын вилнĕ

Пăтăрмах Эрĕнпур облаçĕн территоринче М-5 Урал автоçул çинче Орск хулине çитеспе, 207-мĕш çухрăмра, Медногорск хулине пăрăнса кĕнĕ çĕрте пулса иртнĕ. Ĕнер, май уйăхĕн 4-мĕшĕнче, каçхине çичĕ сехетре çăк турттаракан пысăк автомобильпе (фура) Nissan X-TraiI çапăнннă. Шел пулин те çăмăл машина çинчи тăватă çын (пĕр арçын, икĕ хĕрарăм тата пĕр ача) вилмеллех суранланнă. Унсăр пуçне тата икĕ çын аманнă, вĕсенчен пĕри ача.

Инкеке лекнĕ 1988 çулта çуралнă арçынна тата унăн 2015 çулхи хĕр ачине Медногорск больницине ăсатнă. Фура водительне нимĕн те пулман. Малтанхи хыпар тăрăх, пăтăрмаха лекнĕ çынсем -  пурте  Салават хулинчен.

Хальхи вăхăтра çул çинчи инкек мĕне пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.

Çирĕплетнĕ шанчăклă информаци тăрăх, автомобиль ăшĕнче икĕ çемье пулнă. Пĕрремĕшсем – ашшĕ (1993 çулта çуралнă), амăшĕ (1994 ç.), хĕрĕ (2015 ç.). Вĕсем пурте вилнĕ. Иккĕмĕш çемьере – амăшĕ (1988 ç.) вилнĕ, ашшĕпе (1988 ç.) хĕрне (2015 ç.)  больницăна хунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Эрĕнпур облаçĕнчи çул çинчи аварире Пушкăртстанра пурăнакан тăватă çын вилнĕ
Эрĕнпур облаçĕнчи çул çинчи аварире Пушкăртстанра пурăнакан тăватă çын вилнĕ
Эрĕнпур облаçĕнчи çул çинчи аварире Пушкăртстанра пурăнакан тăватă çын вилнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: