Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
29 Майӑн , 16:45

Пушарта амăшĕпе хĕрĕ вилнĕ

Абзелил районĕнче уйрăм çын çурчĕ çуннă, пĕтĕм пурлăх вутпа кĕленнĕ тата чи хăрушши – икĕ çын пурнăçĕ татăлнă.

Пушарта амăшĕпе хĕрĕ вилнĕ
Пушарта амăшĕпе хĕрĕ вилнĕ

Пушар паян çĕрле Аскарово ялĕнче тухнă, «хĕрлĕ автан» йывăç çурта ярса илнĕ. Хăтаруçăсем çур сехет хушши уçă çулăмпа кĕрешнĕ. 96 тăваткал метр лаптăк çинче сарăлнă çулăма сÿнтернĕ.

 - Шел пулин те, пушара сÿнтернĕ хыççăн инкек вырăнĕнче, урай тата диван çинче икĕ хĕрарăм ÿтне (1953 тата 1973 çулсенче çуралнисем) тупнă, - ăнлантарса панă РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстан Республикинчи управленинче.  

Халĕ вырăнта следствипе оперативлă ушкăн, РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕсем ĕçлеççĕ.   

Пушарта амăшĕпе хĕрĕ вилнĕ
Пушарта амăшĕпе хĕрĕ вилнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: