Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
31 Майӑн , 16:25

Пушкăртстанра 145 официаллă пляж уçăлма пултарĕ

Республикăра июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче шыва кĕмелли сезон уçăлĕ. Паянхи кун тĕлне145 пляж тĕлĕшпе заявлени-деклараци тăратнă, вĕсене уçас енĕпе çыхăннă ĕç малалла пырать.

Пушкăртстанра 145 официаллă пляж уçăлма пултарĕ
Пушкăртстанра 145 официаллă пляж уçăлма пултарĕ

- Шыва кĕме ирĕк паракан пляжсене официаллă уçассине кĕтсе илмелле, шанчăксăр вырăнсенче шыва кĕме юрамасть. Хăрушсăрлăхлă канăвăн тĕп условийĕ – ирĕк панă вырăнсенче çеç шыва кĕресси. Шăпах вĕсенче хăтаруçăсем, хăтару хатĕрĕсем пур. Унсăр пуçне асăннă юхан шывсен тĕпне тĕрĕсленĕ тата тасатнă, шыв вăйлă юхмасть, шыв курăкĕсем ÿсмеççĕ, - тесе пĕлтернĕ Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстан Республикинчи управленин пресс-служби.

Ведомство информацийĕпе килĕшÿллĕн çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсем: юраман вырăнта шыва кĕни, эрех-сăра ĕçни, ачасене шыв хĕрринче тимлĕхсĕр хăварни.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: