Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Июнӗн , 11:50

Пушкăртстанра инвестици тесе икĕ хĕрарăма 5 млн тенке улталанă

Раççей ШĔМĕн Салават хулинчи уйрăмне 29 çулхи хĕрарăм хăйне ултавçăсем инвестици мессенджерне хутшăнтарни çинчен хыпарланă. Çакăн çинчен ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра инвестици тесе икĕ хĕрарăма 5 млн тенке улталанă
Пушкăртстанра инвестици тесе икĕ хĕрарăма 5 млн тенке улталанă

Çамрăк хĕрарăм хăйне мессенджерти палламан абонемент вăл пысăк инвестици компанин ĕçченĕ тесе ÿкĕте кĕртни çинчен каласа панă. Çавăнпа та ултавçă ăна пысăк тупăш илме май пурри çинчен «ăнлантарса панă» тата шантарнă. Çакăн хыççăн айванкка та ытла шанакан хĕрарăм мобильлĕ приложени урлă 4 млн тенкĕ ытла укçана пĕлмен банк счечĕ çине куçарса панă.

Çакăн евĕр тепĕр пулăм çинчен пĕлтерме вырăнти шалти ĕçсен пайне Элшей районĕнчи Акçун ялĕнчи 45 çулхи хĕрарăм килсе çитнĕ. Ултав йĕрки çавах: онлайн мессенджерти палламан номертен малтан шăнкăравланă, «инвестиции компанийĕ» пысăк укçа ĕçлесе илме шантарнă. Хальхинче те хĕрарăм мобильлĕ банка 1 млн тенкĕ ытла укçа  куçарса панă та çакăнпа ĕç вĕçленĕ. Нухрачĕ те çук, хуçи те паллă мар. Çак икĕ ултав пирки йĕрке хуралçисем уголовлă ĕç пуçарнă.

Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви пĕлмен, палламан çынсен банк счечĕсем çине укçа куçарса пама кирлĕ марри çинчен темиçе хут та асăрхаттарнă. Шел пулин те ултавçăсен серепине лекнисен йышĕ чакмасть. Çакă пурте хамăртан килет. Хисеплĕ вулакансем, ют çынна ытлашши шанма, айван пулма кирлĕ маррине яланах асра тытăр, ун чухне инкек сиртен пăрăнса иртĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: