Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Июнӗн , 12:45

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри çулсем çинче 30 ытла тискер чĕрчун вилнĕ

Республикăри çулсем çинче тискер чĕр чунсемпе пулса иртекен инкексене хальхи вăхăтра та сăнама пулать. ПР Экологи министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче çакăн евĕр ултă  пулăма шута илнĕ: икĕ пăшине тата тăватă хир качакине çапса хăварнă. Çулталăк пуçланнăранпа транспорт хатĕрĕсен кустăрми айне пулса 15 пăши, 21 хир качаки тата пĕр хир сысни вилнĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри çулсем çинче 30 ытла тискер чĕрчун вилнĕ
Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри çулсем çинче 30 ытла тискер чĕрчун вилнĕ

- Тискер чĕр чунсем вырăнтан вырăн куçасси йышлăланнă вăхăтра çул çинче тимлĕрех тата асăрхануллăрах пулăр, уйрăмах каçхине тата çĕрле. Енчен те чĕр чунсемпе инкек çул-йĕр палли лартнă вырăнта пулса иртсен, водителĕн чĕр чун тĕнчине сиен кÿнишĕн тăкаксене саплаштарнипе çеç ĕç пĕтмест, ун тĕлĕшпе административлă ĕç пуçараççĕ, - тесе ăнлантарса панă ПР Экологи министертвинче.

Çул çинчи пăтăрмах вăхăтĕнче пăши вилсен 80 пин тенкĕ тÿлемелле,  хир качакишĕн – 40 пин тенкĕ, хир сыснишĕн - 30 пин тенкĕ, упашăн – 60 пин тенкĕ.

Çул çинчи кашни инкеке патшалăх автоинспекцийĕн тата ПР Экологи министерствин ĕçченĕсем шута илмелле. Чĕр чун тĕнчине сиен кÿнĕшĕн айаплассинчен хăтăлма пулать, енчен те ОСАГО пур пулсан. Кун пек чухне тăкаксене страховани компанийĕ тÿлет.

Юрий СНЕГОПАД.

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри çулсем çинче 30 ытла тискер чĕрчун вилнĕ
Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри çулсем çинче 30 ытла тискер чĕрчун вилнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: