Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
13 Июнӗн , 10:55

Ĕпхÿри çăлавçăсем икĕ çынна çăлса хăварнă

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿри гражданла хÿтĕлев управленийĕн шыравпа çăлав отрячĕн ĕçченĕсем «Солнечный» пляжра дежурство иртнĕ чухне икĕ çынна çăлса хăварнă.

Ĕпхÿри çăлавçăсем икĕ çынна çăлса хăварнă
Ĕпхÿри çăлавçăсем икĕ çынна çăлса хăварнă

Çăлавçăсем малтан каччăсен ушкăнĕ ытлаши шала ишсе кĕнине курсан катер çине ларса вĕсене хăрушлăх  çинчен асăрхаттарма шутланă. Каялла пост вырăнне таврăннă май вĕсем пĕр хĕр куç умĕнчех путма пуçланине асăрханă. Çăлавçăсенчен пĕри çийĕнчех шыва сикнĕ те ăна туртса кăларнă, çыран хĕррине илсе çитерме васканă.

«Шывран кăларнă 2001 çулта çуралнă хĕрпе пост еннелле ишнĕ май çăлавçăсем кăшкăрнă сас илтнĕ. Вĕсем пĕр тăхтаса тăмасăр çав еннелле çул тытнă. Юхан шывăн юхăмĕ 5 çулхи ачана шалалла илсе кĕме пуçланă пулнă. Телее, инкек пулса иртиччен çăлавçăсем маларах килсе çитнĕ», - тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿри гражданла хÿтĕлев управленийĕн пресс-службинче.

Инкекрен çăлса хăварнă çамрăксене çыран хĕррине илсе çитернĕ. Вĕсене медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман.

Тепĕр пăтăрмах пирки те каласа хăвармалла, республикăн тĕп хулинче шыва кĕме юраман вырăнта Инди гражданинĕ канма шутланă. Вăл та чутах шыва путса вилмен.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿри çăлавçăсем икĕ çынна çăлса хăварнă
Ĕпхÿри çăлавçăсем икĕ çынна çăлса хăварнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: